Çăлтăр çӳпçи

19 Раштав, 2015

Ытла сăпайлă пулмалла мар

- Укçа-тенкĕ енчен лайăхах пурăнатпăр, анчах чун пуянлăхĕ çухалса пынăн туйăнать. Эпĕ яланах хальхи пурнăçа ачалăхри пулăмсемпе танлаштаратăп. Ун чухне уяв сахал пулнă. Раштава, Мăнкуна... мĕнешкел хытă кĕтеттĕмĕр. Атте-анне ĕçкĕпе иртĕхмен. Сăрине те виçеллĕ ĕçетчĕç.

12 Раштав, 2015

Арçыннăн çирĕп пулмалла

- Ĕлĕк сцена çине тухасси, паянхипе танлаштарсан, чылай кăткăсрахчĕ. Министерство та, районти культура центрĕсем те çирĕп ыйтатчĕç. Пултаруллисене тĕрлĕ конкурс йĕркелесе шыратчĕç. Паян халăх умне тухасси ансатланса пырать. Кăмăл тăвакансем, укçа-тенкĕ енчен аптăраманнисем, ку ĕмĕте ним мар пурнăçлаççĕ.

28 Чÿк, 2015

Чĕрчун çын ăшшине хăнăхать

Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăнатпăр тетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ 3-4 çулти тĕпренчĕкне те телефон тыттарать. Мĕн тума кирлĕ ăна çав хатĕр? Ача садĕнчен киле шăнкăравлама-и? Кайран чир-чĕр алхасни пирки кулянса калаçатпăр. Ача кĕтекен хĕрарăмсен те карас телефонĕпе сахалрах усă курмалла.

21 Чÿк, 2015

Компьютер качакана та юрлаттарать

Чăваш хĕрарăмĕсенчен пуçлам-ха сăмахăма. Пĕтĕмĕшле илсен, çак çĕр çинче чи маттуррисем, чи хитрисем, чи лайăххисем вĕсем. Ĕçлеме те, савăнма та, юратма та тата каçарма та пĕлеççĕ. Хăйсем ывăннине нихăçан та кăтартмаççĕ, тем пек йывăр пулсан та нăйăлтатмаççĕ, пуç усмаççĕ. Кирлĕ чухне маххă па-маççĕ.

14 Чÿк, 2015

Култарма çăмăл мар

- Юрать, çак çĕр çинче чăваш хĕрарăмĕсем пур. Вĕсемсĕр эпир пурăнаяс та çукчĕ. Мускавра вĕреннĕ чухне Владимир Смирнов профессор: «Юрать, сирĕн тутăрлисем пур, куншăн савăнмалла», - тетчĕ пире. Унтанпа 33 çул иртсе кайрĕ. Театра çÿрекенĕсем халĕ те çавсемех - чăваш хĕрарăмĕсем, тутăрлисем.

Pages