Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура социаллă ушкăнсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленипе строительство министрĕ Алексей Грищенко паллаштарчĕ.
Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй алă пуснă указ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Сăмах — пурăнмалли вырăнсен хăтлăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен.
Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен тытăнса ялти ипотека ĕçлеме пуçлать. Çакăн çинчен ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе эрнесерен ирттерекен планеркăра пĕлтерчĕ.
Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвĕнче халăхăн пысăк пайне пырса тивекен ыйту 2020 çул валли нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама хывакан тÿлев виçине палăртасси пулчĕ.
Строительство министрĕ Алексей Грищенко тÿлеве 2018-2019 çулсенчи шайрах хăварма сĕнчĕ — хваттерсен кашни тăваткал метрĕшĕн 6,3 тенкĕ. Çапла йышăнчĕç те.