Ĕçлев

26 Çурла, 2014

Профессие вĕрентеççĕ, тĕрлĕ пулăшу параççĕ

Тăвай районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Любовь Кузьмина пĕлтернĕ тăрăх - служба органне ĕç шыраса кăçалхи çичĕ уйăхра 517 çын пынă /иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 557/, çав шутра организацирен тухса кайма тивнисем - 12-ĕн.

2012 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регистрациленĕ ĕçсĕрсен йышĕ 33-пе танлашнă /пĕлтĕр - 35/.

Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ асăннă тапхăрта 0,36 процент пулнă е 2013 çулхи çав вăхăтринчен 0,02 сахалрах.

23 Çурла, 2014

Патшалăх программисен витĕмĕ пысăк

Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен тытăма кăçал республикăри, районти экономика аталанăвĕ ырă витĕм кÿнине палăртрĕ служба центрĕн ертÿçи Римма Евсеева, рынокри лару-тăрăва лайăхлатмашкăн Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программи пулăшнине çирĕплетрĕ.

20 Çурла, 2014

«Конвертпа» - саккунсăр!

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури Кăнтăр пасарĕн территорийĕнче ĕçлекен предпринимательсем шалăва «конвертпа» тÿленин йышлă тĕслĕхне тăрă шыв çине кăларнă.

17 Çĕртме, 2014

"Вăрттăнни" ан пултăр

Шупашкарти Ленин районĕн прокурорĕн аслă пулăшуçи Ф.Кадырова пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлевĕн вăрттăн рынокне легализацилес тĕллевпе райпрокуратура "хĕрÿ лини" телефонĕпе анлăн усă курать. 62-25-51 - çак телефонпа шăнкăравласа хăйĕн ĕç прависене пăсни çинчен кашниех пĕлтерме пултарать.

20 Çу, 2014

Йывăрлăхра çухалса кайма памастпăр

Ĕç шырасси, ăсталăхпа пĕлÿ шайне тивĕçтерекен, кăмăла килекен ĕç тупасси чылай чухне çынран хăйĕнченех килет. Пĕрремĕш йывăрлăхах парăнса алă уссан, айккинчен çеç пулăшу кĕтсен ăнăçу пуласса шанма хĕн.

Pages