конкурссем

15 Çу, 2019

Чăваш Енри чи нумай вулакан çемьесене палăртнă

Республикăри ача-пăчапа çамрăксен библиотеки «Чи нумай вулакан çемье» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вăл нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 15-мĕшĕччен пынă.

Тĕрлĕ районти, тĕрлĕ ÿсĕмри хастар вулавçăсем конкурса виçĕ номинаципе ĕçсем тăратнă: «Илемлĕ литература хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ чи лайăх плейкаст», «Библиотекăри чи лайăх виртуаллă çул çÿрев», «Чи лайăх вулав дневникĕ».

24 Ака, 2019

Çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнекесене палăртнă

ЧР Культура министерствин пуçарăвĕпе Наци библиотеки, ЧР Профессионал писательсен союзĕпе Чăваш кĕнеке издательстви çулленех «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурс ирттерет.

19 Ака, 2019

Фестиваль-конкурс: кĕпи лайăх-и, пики лайăх-и?

Чăннипех çапла ыйтма пултараççĕ паян Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче иртнĕ регионсен хушшинчи «Ĕмĕрсен ылтăн пĕрчисем» фестиваль-конкурса хутшăннисене курса киленнĕ хыççăн.

4 Ака, 2019

«Туслăх хĕлхемĕ» чăваш ачисене пуçтарчĕ

Паян Вĕрентÿ институтĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» республика фестивалĕ иртрĕ. Кунта Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнчен, хулинчен чи маттур ачасем пуçтарăнчĕç.

Тупăшу 1-4-мĕш классем хушшинче çак номинацисемпе пулчĕ: «Чăваш вăййи», «Сăмах илемĕ», «Чăваш апачĕ», «Чăваш ташши», «Янра, чăваш юрри».

www.hypar.ru

Pages