Archive - 26 Jun, 2017

Date
Type

Аслă шкула вĕренме кĕрсенех хамран чылай аслăрах каччăпа çемье çавăртăм. Те шукăль çи-пуçĕпе, те çепĕç сăмахĕпе илĕртрĕ вăл мана — пĕлместĕп. Эпĕ хам сисмесĕрех юрату тыткăнне лекрĕм.

Тантăшсем кредитпа хăйсене ятăн кĕтес туянма ĕмĕтленетчĕç. Пирĕншĕн атте илсе панă хваттер çăтмаха çаврăнчĕ. Юрать юратнă хĕрĕн пуласлăхĕ çинчен темиçе çул каяллах шухăшлама пуçланă вăл. Юлташсем пирĕн пата тăтăш килсе çÿретчĕç. Вĕсемпе пĕрле апат пĕçерсе çиеттĕмĕр. Хăшĕ-пĕри çывăрма юлатчĕ.

Республикăн тĕрлĕ кĕтесне ĕçпе çитсе чи малтанах ял администрацине кĕресси йăлана çаврăннă. Вырăнти лару-тăрупа специалистсем çийĕнчех паллаштараççĕ. Паллах, темĕн пирки те калаçатпăр вĕсемпе. Чылай чухне тавралăх тасалăхĕ тавра хăйсемех сăмах пуçараççĕ. Культура ĕçченĕсемпе пĕрле ял таврашне çÿп-çапран тасатса хăтлăх кĕртнине хам та пĕрре мар курнă. Капла хăна килсен кăтартса çÿреме кăмăллă. Эпир вĕт çырма-çатрана кĕрсе тухмасăр та каялла таврăнмастпăр.

Муркаш районĕнчи 55-ри хĕрарăм ултав тыткăнне лекнĕ. Вăл çур çул каялла телевизорпа экстрасенс пулăшăвĕ çинчен пĕлтерÿ курнă. Çавна май хăйĕн сывлăхне çирĕплетсе телейлĕрех пурăнас тĕллевпе хайхи çав «сиплевçĕпе» çыхăннă. Экстрасенс телефонпа укçалла пулăшни çинчен каланă. Хĕрарăм икĕ уйăхра 120 пин тенкĕ куçарса панă ăна.

Выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк чирлесе йышлăн вилни эмелсем пирки сăмах пуçарма хистет. Иккĕленÿ пушă вырăнта çуралман. Кăçалхи 3 уйăхра кăна Чăваш Енре 50 тĕрлĕ ытла контрафакт тата пахалăхсăр эмел куç тĕлне пулнă. «Антидиарейко» /Испани/, «Байкокс» /Германи/, «Био-метросанит» /Раççей/, «Тетразоль» /Раççей/, «Йодометрин» /Раççей/, «Аквариумри шыв кондиционерĕ «Ихтиофор» /Раççей/ тата ытти препарата тĕп тума тивнĕ.