Archive - 17 Dec, 2019

Кăçал Улатăр районне кайсан журналистсене Чуварлей ялĕнчи ача-пăча сачĕн физкультурăпа вăйă лапамне кăтартрĕç. Ура айне резина плиткăсем çыпăçтарнă — ÿксен ал-урана мăкăлтамĕç. Хул-çурăма снарядсемпе, хусканусем туса тĕреклетеççĕ. Организма пĕчĕкрен вăйлатни кашниншĕн лайăх. «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарăва тĕпе хурса общество инфратытăмĕн проекчĕсене пурнăçласси çинчен» указа кăлариччен кунта ачасен сывлăхне çирĕплетме хăтлă вырăн пулман.

Раççейрен, вăл шутра Чăваш Енрен те, Абхазире çуллен 1 млн ытла турист пулса курать. Шупашкарта тусен хушшинче вырнаçнă Рица кÿллипе пĕр ятлă кафе пур. Мăшăрпа пĕрле вунă кун кăна пултăмăр пулин те, куллен ушкăнăн-ушкăнăн йĕркелекен тĕллевлĕ экскурсисене хутшăнса паллă вырăнсене, хуласемпе ялсене çитсе куртăмăр. Кавказăн тĕлĕнмелле илемĕпе чунтан килентĕмĕр, кислородпа пуян сывлăша экспертсем Мускаври сывлăшра — кислород 8%, Абхазире 41% пуррине çирĕплетеççĕ кăкăр тулли çăтрăмăр, ир те каç Хура тинĕсре чÿхентĕмĕр.

Çĕнĕ Шупашкарти «Химик» культура керменĕ çумĕнчи халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 45 çул çитрĕ. Алиса Ковалева режиссер ертсе пынă коллективăн пĕрремĕш ĕçĕ çармăс драматургĕн Арсий Волковăн «Артистка» пьеси тăрăх лартнă спектакль пулнă.

Ковалева уçнă çулпа