Archive - 23 Dec, 2019

Çăпата хуçма вĕренменнисене улаха кĕртмеççĕ. Чăваш халăхĕн ăслă каларăшне мĕн пĕчĕкрен ăса хывнă Валентина Христофорова кирек мĕнле ĕçе чуна парса пурнăçлама тăрăшать. Унсăрăн чылай çул каялла хунямăшĕ Евдокия Павловна сĕннипе клубра вăй хума пикеннĕскер культура тытăмĕнче çавăн чухлĕ нумай — 30 çул ытла — тытăнса тăрĕччĕ-и? Самана тĕрлĕ кисренĕвĕнче те килĕшекен ĕçрен писмен, халĕ хăйне асăннă хутлăхран уйрăм курмасть те.

Ку юрату историйĕ Ольга Владимирова пиччĕшĕн ывăлĕ валли «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат урлă арăм шыранинчен пуçланчĕ. Çулталăк каялла çаврăнăçуллă çав хĕрарăм редакцие килсе пĕлтерÿ парса хăварчĕ.

«Эпĕ мăнаçлăн пĕлтеретĕп: манăн тăван чĕлхе — чăваш чĕлхи», — çапла çырнă вăл интернет-сайтри хăйĕн страницинче. Сăмахăм Шупашкарти 203-мĕш «Йăрă ача» (Непоседы) садикре ачасене хушма пĕлÿ паракан педагогра ĕçлекен Олеся Краснова çинчен.