Archive - 27 Кăрлач, 2020

27 Кăрлач, 2020

Аркăллă Равшан

Юлашки çулсенче чăваш хĕрарăмĕсем те, арçынсемпе танах, пысăкрах укçа ĕçлесе илес тĕллевпе инçе çĕре çÿреме пуçларĕç. Кун пекки эпир ÿснĕ чухне те пулнă-ха. Пирĕн тăрăхра ун пеккисем пирки «тутара ĕçлеме кайнă» тетчĕç.

27 Кăрлач, 2020

Çапăçу кĕрленĕ уйра...

Юлашки вăхăтра çĕршывра шыравçăсен юхăмĕ самай аталанчĕ. Республикăра та вăй илчĕç вĕсем. Вăрçа хутшăннă салтаксен шăписене тĕпчесе пĕлес, çынсене тăванĕсем çинчен тĕрĕссине пĕлме пулăшас тĕллеве пурнăçланисĕр пуçне çапăçу кĕрленĕ вырăнсене экспедицие тухса çÿреççĕ. Мĕн чухлĕ салтак шăм-шакне, вăрçăпа çыхăннă япала чавса кăларман-ши вĕсем?! Ансат мар çак ĕçе йĕркелеме çамрăк ăру хастар хутшăнни, патриотсем вĕсен йышĕнче сахал мар пулни савăнтарать.

Немцев хушамат килĕшменнипе...

27 Кăрлач, 2020

Хĕсметре — Сирире

Салтак тивĕçне инçетри Сири çĕршывĕнче пурнăçлакан чăвашсенчен пĕри — Дмитрий Башкиров, Шупашкар каччи. Унăн ашшĕ Юрий Петрович Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Услă Пукашра ÿснĕ.