Archive - 13 Jul, 2017

Шупашкарти ачасен п у п л е в ĕ пăсăлнине тÿрлетес енĕпе ĕçлекен 2-мĕш садик кăçал 30 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта унтан 1750 ытла ача вĕренсе тухнă. «Пуплев кăлтăкĕсене тÿрлетекен пĕртен-пĕр ача сачĕ пулнă май кунта Шупашкартан çеç мар, хула çывăхĕнчи ялсенчен те ачасем пурччĕ. Садик уçăлнă\çулсенче эрнере 6 кун талăкĕпех ĕçлеттĕмĕр. Хăш-пĕр ачана тунтикун килсе яратчĕç те шăматкунчченех пурăнтаратчĕç. Транспорт хальхи пек çÿремен вĕт. Каçхи няньă-сем пурччĕ. Кашни ушкăнра 6-7 ача çĕр каçатчĕ. 3 логопед Мускавра ятарлă курс вĕренсе килнĕччĕ.

Калугăра çуллахи полиатлон чемпионачĕ вĕçленнĕ. Ăмăрту пилĕк енлĕ кĕрешÿпе иртнĕ. 60 тата 1000 метр чупса, мечĕк ывăтса, автоматран персе, 50 метр ишсе чи нумай балл пухнисем çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ.

Раççей первенствин 12-13 çулсенчи çĕнтерÿçисен хушшинче Чăваш Енри Реналь Рахимов та пур. Йĕпреç рай-онĕнчи «Патвар» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекса çÿрекенскер пилĕк енлĕ кĕрешÿре 356 очко пухнă.

Мĕнле арçын ача техникăпа ан кăсăклантăр? Ашшĕ-амăшĕ туянса панă машинăпа выляма кăна тунсăхлăрах, сÿтсе пăхасси вара… Акă ăçта чăн-чăн савăнăç! Шăпах çакăнпа илĕртет те ачасене Шупашкарти моделизмпа робототехника лагерĕ.

Робототехника илĕртет

89 çулти Федосия Яковлевăпа 65 çулти Николай Яковлев, амăшĕпе ывăлĕ, Шупашкарта икĕ пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнаççĕ. Федосия Павловна Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче çуралса ÿснĕ, Шупашкарта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн Ростов облаçне куçса кайнă.

Алла туя тытсан пурнăç улшăнать. Вăй-хал чакса пынăран ирĕксĕрех çын куçĕнчен пăхма тивет. Хăш-пĕр кинемейпе мучи ваттисен çуртĕнче хÿтлĕх тупать. Тĕпренчĕкĕсем пур çинче тăван килте вĕсен ăшăлăхĕпе юратăвне туяймаççĕ.

Унăн сăввисем шыв юххи пек шăнкăр-шăнкăр вуланаççĕ. Вăл чăваш сонетне классика шайне хăпартнă, акăлчансен паллă поэчĕн, драматургĕн Уильям Шекспирăн 154 сонетне чăвашла куçарнă.

Çаврăнăçуллă студентсемшĕн техника пуçтарасси чăрт сурасси çеç. Шупашкарти политехника институчĕн студенчĕсем Иван Никоноров, Дмитрий Иванов, Дмитрий Разуваев квадроцикл хатĕрленĕ. Яшсем ăна пĕр уйăхра пуçтарса пĕтернĕ.

Pages