Archive - 18 Jul, 2017

Пулать вĕт: иртнĕ эрнере Шупашкарта пурăнакан 34-ри арçын çур çĕр çитеспе Атăл урлă ишсе каçма шухăш тытнă. Тĕп пляжран сулахай çыран еннелле ишме пуçланăскере вăйлă юхăм илсе кайма тытăннă.

Музыкăна юратакансене 50 çул ытла ĕнтĕ кĕвĕ тĕнчинче хăйсен вырăнне тупма пулăшать Станислав Кондратьев. Мĕн пĕчĕкрен артистра ĕçлеме ĕмĕтленнĕ кĕвĕ ăстин суйланă профессишĕн ÿпкелешесси, кăмăлсăрланасси пулман.

Çак кунсенче Шупашкарти «Амазони» этнокомплекса ятарласа çитсе куртăм — пĕр савăнтăм, пĕр тĕлĕнтĕм. Унта кĕмелли тĕп лапам иртен-çÿрене аякранах илĕртет. Кăçал Республика кунĕ тĕлне ăна планра палăртнă пекех хăтлăлатнă, амазонкăсен кÿлеписене вырнаçтарнă. Мрамортан ăсталанăскерсем хăйсене çывăхарах пырса курма «чĕнеççĕ». Аллейăри чечексем пĕринчен тепри хитре. Çынсем йывăçсен айĕнче уçăлса çÿреççĕ, кăмăлĕ пуррисем ятарласа вырнаçтарнă саксем çине ларса канма пултараççĕ.

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче «Граждансен пуçарулăхĕ» общество организацийĕн хастарĕсем республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе пĕрле Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнчи ярмăркка умĕнче чарăннă автомобилистсен хушшинче çул-йĕр пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç.

Водительсен пăшăрханăвĕ

Чăн та, Куславкка пристанĕнче çын утмасть. Шыва кĕме çÿрекен те çукпа пĕрех. Пулă тытма юратакансем кăна Атăл хĕррине иленнĕ.

 Куславкка хула тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Анатолий Аниферов каланă тăрăх — пристане тытса тăмашкăн укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. «Шупашкарти юхан шыв порчĕпе кашни çул килĕшÿ тунă. Вĕсемех пĕтĕм ĕçе йĕркелесе тăнă. Пĕлтĕр 4,5 миллион тенкĕ ытла ыйтнăччĕ, ăна тÿлеме вăй çитертĕмĕр. Кăçал вĕсем 7,5 миллион ыйтрĕç», — пĕлтерчĕ арçын. Сăмах май, халĕ вăл ĕçрен кайнă.

Чăнах, пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту вĕт: çын мĕн çинипе унăн сывлăхĕ те, тепĕр чух пурнăçĕ те тачă çыхăннă. Çавăнпах апат-çимĕç пахалăхĕпе хăрушсăрлăхне тĕрĕслесе тăракан тытăм та пайтах: Роспотребнадзор, ветеринари служби, Россельхознадзор... Ку ыйтусем, паллах, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен яваплăхĕн шутне те кĕреççĕ.