уявсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлес ĕç епле пыни пирки те сăмах хускатрĕç. Ун çинчен ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Денис Паспеков каласа пачĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен канашлура республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи 5 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç.  Тĕп докладпа экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Ананьева паллаштарчĕ.

Тунтикун Республика кунне паллă тунăран эрнесерен иртекен канашлу ку хутĕнче ытларикун иртрĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва уçнă май уяв инкек-синкексĕр аван иртнине каларĕ, ăна пысăк шайра йĕркеленине хăнасем те палăртнă.

Шупашкар фейерверксен пĕтĕм тĕнчери фестивальне йышăнчĕ. Кăçалтан "Асамат" ят илчĕ вăл. Унта Шупашкарти, Мускаври, Сергиев Посадри, Кăркăстанри тата Санкт-Петербургри командăсем хутшăнчĕç.

Pages

Subscribe to уявсем