Шупашкарта стела вырнаçтарасшăн
Шупашкар хулинче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа стела вырнаçтарасшăн.
Стелăн çÿллĕшĕ 13,85 метр пулĕ. 11 метр çÿллĕш гранит юпа çине республикăмăрăн бронза гербне вырнаçтарĕç, тăрринче икĕ пуçлă ăмăрткайăк пулĕ. Ку вăл икĕ халăхăн: чăвашсемпе вырăссем пĕрлешнин хăватне палăртмалла. Стелăна Республика лапамĕнче вырнаçтарасшăн.
Обелиск проектне Шупашкарти градостроительство канашĕн ларăвĕнче тишкермелле.




Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Етĕрне районĕнче 28 çулти амăшĕпе унăн 9 çулти хĕрĕ инкеке лекнĕ. Авари «Сăр» автоçул çинче пулнă. «Фольсваген-Пассат» рулĕ умĕнчи хĕрарăм-водитель кювета чăмнă. Машинăра хĕрарăмăн хĕрĕ пулнă. Иккĕшне те больницăна ăсатнă.





